Элӗк районӗнче театр ушкӑнӗсен фестиваль-конкурсӗ вӗҫленнӗ. Ӑна чӑваш музыка театрне йӗркеленӗ Борис Маркова асӑнса ирттернӗ.
Фестивале Вӑрнарти халӑх театрӗ Н. Айзманӑн «Кай, кай Ивана» спектаклӗпе пырса ҫитнӗ, красноармейскисем — В. Синичкинӑн «Салтак амӑшӗпе», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи серенкӑсем Н. Пономаревӑн «Эх, пурнӑҫ мыскарапа», Муркаш районӗнчи йӳҫкассисем Н. Сидоровӑн «Кантӑкран шаккарӗ хамӑр ял каччипе», Ҫӗмӗрле районӗнчи хутарсем А. Никитинӑн «Ҫӗнӗ ӗмӗрти хуняҫипе», Етӗрне районӗнчи асламассем У. Круккан «Ӑслӑ арӑмпа» пырса ҫитнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулман тесе хыпарлаҫҫӗ елӗксем. Ҫапах та жюри пӗрремӗш вырӑна йӳҫкассисене панӑ. Иккӗмӗшӗнче — Красноармейскинчи халӑх театрӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — вӑрнарсем.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пӗр фермер авалхи ҫынсем пурӑннӑ вырӑнта пӗве тума тытӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӗркунне ӑна район администрацийӗ ял хуҫалӑх тӗллевӗпе усӑ курма тесе ҫӗр тара панӑ. Фермер ҫав ҫӗр ҫинче пӗвелеме шут тытнӑ. 100 тӑваткал метр ытла чавса тӑкнӑ вӑл. Тӑприне ҫырмана кайса пенӗ. Анчах пӗве тӗлӗ «Хула ҫучӗ» текен вырӑна лекнӗ иккен. Асӑннӑ археологи палӑкӗн ӗмӗрӗ пӑхӑр тапхӑрӗн вӗҫӗ тата тимӗрпе усӑ курма пуҫланӑ тапхӑрӗн пуҫламӑшӗ еннелле ҫывӑх иккен.
Археологи палӑкне сиен кӳнӗ тапхӑра палӑртассипе халӗ прокуратура ҫине тӑрат-мӗн. Фермер тӗлӗшпе археологи обьектне сиен кӳнӗшӗн тата хӑй тӗллӗн хуҫаланнӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ.
Хӗрлӗ Чутайри «Хастар» спорткомплексра чӳкӗн 8-мӗшӗнче сӗтелҫи теннисла выляс енӗпе районти ӑмӑртусем иртнӗ. Унта районти шкул ачисем хастар хутшӑннӑ. Ӑмӑртусене 2001 ҫулта ҫуралнисем тата унран кӗҫӗнреххисем хушшинче иртнӗ — ҫулӗсене кура вӗсене виҫӗ ушкӑна пайланӑ. 2001 ҫулта ҫуралнӑ хӗрачасем хушшинче Штанаш шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренекен Вероника Макарова, арҫын ачасене илес пулсан вара ҫав шкулти Станислав Манин ҫӗнтернӗ.
1999-2000 ҫулхи хӗрачасем хушшинчи тупӑшура малти вырӑна Питӗркасси шкулӗнчи Евгения Герасимова тухрӗ, иккӗмӗш вырӑнта Штанашри Роксана Хромова, виҫҫӗмӗшӗ Надежда Устинова (Штанаш) пулчӗ. Ку ушкӑнри арҫын ачасем пурте Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчен: Геннадий Данилов, Владимир Магаськин, Даниил Георгиевский.
1996-1998 ҫулта ҫуралнӑ хӗрачасем вырӑнсене ҫапларах йышӑнчӗҫ: Штанашри Вероника Тумашкова — пӗрремӗш, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсенче халӗ Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнчи 10-мӗш класра вӗренекен Штанаш хӗрӗсем Ксения Семенова тата Алевтина Коннова. Арҫын ачасенчен Хӗрлӗ Чутай шкулӗн вӗренекенӗ Дмитрий Мидейкин, Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнчи Евгений Романов тата Мӑн Этмен шкул вӗренекенӗ Михаил Григорьев ҫӗнтерчӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи аграрисем кӑҫал 13,5 миллион тенкӗлӗх тӗрлӗ ял хуҫалӑх техники туяннине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Нумай-и, ку сахал-и — пат татса калама хӗн. Техника хаклӑ та. 13,5 миллион тенкӗпе ытлашши мала каяймӑн тесен те пысӑк йӑнӑшах мар-тӑр. Тепӗр тесен, асӑннӑ сӑлтава пулах ун чухлӗ туянма пултарни аван темелле-тӗр. Юрӗ, ку вӑл ум сӑмах вырӑнне пултӑр-ха.
Асӑннӑ «кӗмӗлпе» чутайсем 15 тӗрлӗ техника туянма хал ҫитернӗ. Тупран ытларах пайне тырӑ вырмалли комбайн (тата мӗнли пулать тетӗр-и? Выльӑх апачӗ хатӗрлемелли) туянма янӑ. Н.И. Лисаевӑн фермер хуҫалӑхӗ, ав, ҫӗнӗ техника илме 5,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, «Свобода» хуҫалӑх вара — 3,2 миллион тенкӗ.
Паян Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта районти шкулсенче вӗренекенсем хӑйсен вӗрентекенӗсемпе пӗрле социалла проект тӑвас ӑсталӑхпа паллашрӗҫ.
Вӗренӗве Шупашкарти «Эткер» пӗрлешӳ йӗркеленӗ. Пухӑннисемпе «Эткер» центр директорӗ Панченко Наталия Леонидовна тата кунти методист Волкова Вера Александровна ӗҫлӗ тӗлпулу йӗркелерӗҫ. Семинар теми вара «Пӗтӗм Раҫҫейри «Я — гражданин России» акцин республика этапӗ валли социаллӑ проект йӗркелеме вӗренесси» пулчӗ.
Шкул ачисем темиҫе ушкӑна пайланса проект теми суйласа тупрӗҫ. Наталия Леонидовна социаллӑ проект йӗркипе тӗплӗн паллаштарчӗ, кашни утӑмне тӗслӗхсемпе ҫирӗплетрӗ. «Проект» сӑмах мӗн пӗлтерет, пӗрремӗш утӑм, иккӗмӗш... Проект ӗҫӗсенче тӗл пулакан йӑнӑшсем, проект тӗллевне тӗрӗс палӑртасси. Юлашкинчен кашни команда пухӑннисене хӑйсем хатӗрленӗ проектсемпе паллаштарчӗ: проект пӗлтерӗшӗ, суйласа илнӗ тема пирки информаци тупасси, ӑна пурнӑҫлас тесе мӗн-мӗн туни, юлашкинчен мӗн патне ҫитсе тухни — пӗтӗмлетӳ. Проектсенче ачасем ҫулсене тӗрӗс-тӗкел тытасси, шкул умӗнчи ҫула йӗркене кӗртесси, ҫутҫанталӑка варалас мар тесен мӗн тумалла, вулавӑшсенчи кӗнеке фондне пуянлатасси темӑсене проектланӑ.
Хӗрлӗ Чутайри Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Этем тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ музейӗнче те ӳнер каҫӗ иртрӗ. Ҫак каҫ музей сӗм ҫӗрлечченех ӗҫлерӗ. Музейре тӑрӑшакансем пухӑннисем валли пуян культура программи хатӗрленӗ.
Малтанах пухӑннисем вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ зал тӑрӑх ҫӳрерӗҫ, унтан иккӗмӗш этажри художниксен картинисепе паллашрӗҫ. Кайран музей йӗркелесе янӑ Валериан Григорьевич Толстов-Атнарскине халалланӑ кӗтесе кӗчӗҫ: унӑн ал ҫырӑвӗсем, блокночӗсем, вӑл ҫырнӑ кӗнекесем, хӑй йӑтса ҫӳренӗ пысӑк портфель, сӑнӳкерчӗксем чуна тыткӑнлаҫҫӗ. Мӗн тери пултаруллӑ ҫын пулнӑ вӑл, еплерех ырӑ ят хӑй хыҫҫӑн хӑварнӑ. Кӑҫал районта вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявларӗҫ, «Тантӑш» хаҫат вӑл пухнӑ такмаксен пуххине пичетлесе кӑларчӗ.
Хӑнасем чӑвашсен ӗлӗкхи тумне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме пултарчӗҫ. Унсӑр пуҫне асаннесем еплерех пир тӗртнипе паллашрӗҫ, хӑйсем те пир тӗртсе курчӗҫ, ҫӑм арларӗҫ.
Музей ертӳҫи Зоя Спиридонова «Пӗтӗм тӗнчери лӗпӗшсемпе нӑрӑсем» коммерци выставкипе паллаштарчӗ. Коллекцие Шупашкарта пурӑнакан Виссарион Петрович Лосманов пухнӑ. Ку коллекцире пурӗ 4 пин тӗрлӗ тӗслӗ лӗпӗшсемпе нӑрӑсем.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш академи драма артисчӗсене Ирина Садовниковӑпа Николай Булаткина асӑнса театр пултарулӑх ушкӑнӗсем хушшинче «Асамлӑ чаршав» фестиваль иртрӗ. Юпан 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри Культурӑпа кану центрӗнче фестивале пӗтӗмлетрӗҫ. Куракансем умне районти 10 ял тӑрӑхӗсенчи 11 коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем Сергей Белов, Николай Сидоров, Николай Угарин, Виктор Петров, Петр Осипов, Николай Коляда, Арсений Волков, Ефим Никитин тата Анатолий Кудрявцев пьесисемпе сцена ҫине тухрӗҫ. Уяв каҫӗнче кашни коллектив спектакльти пӗр эпизода сӑнласа пачӗ. Жюри членӗсем районти культурӑпа спорт пуҫлӑхӗ Александр Самсонов, культура енӗпе ӗҫлекен эксперт Алина Михуткина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Роберт Галимов 11 спектакле хакланӑ.
Кашни коллективах питех те пултарулли палӑрнӑ, ҫавӑнпа та 1-мӗш вырӑна никама та паман. 2–3-мӗш вырӑнсене вара ҫаксем тивӗҫнӗ:
2-мӗш вырӑн — Ачкасси ял тӑрӑхӗн пултарулӑх ушкӑнӗ;
3-мӗш вырӑн — Атнарсем, Хусанушкӑньсемпе Штанашсем.
«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире Н. Сидоровӑн «Кукша пуҫа куршанкӑ ҫыпӑҫмасть» спектакльти Кулине рольне ӑста сӑнарланӑшӑн Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи Ираида Пакрушова тивӗҫнӗ.
2013 ҫул — Ҫутҫанталӑк ҫулталӑкӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче Шуськин Е.М., Трофимов О.В., Гусельщиков А.К. газ участок мастерӗсем тата «Моргаушмежрайгаз» АУО «Чӑвашсетьгаз» газ участокӗн ертӳҫи Орлов В.Г. районти шкулсене ятарлӑ графикпа ҫитсе «Газ тата экологи» темӑпа калаҫусем ирттерме палӑртнӑ. Графикпа килӗшӳллӗн Валерий Гурьевич Орлов паян Штанашри тӗп шкулта шкул ачисемпе тӗл пулчӗ.
Валерий Гурьевич пухӑннисене газ историйӗпе паллаштарчӗ. Пӗрремӗш хут газпа Пӗрлешӳллӗ Штатсенче (США) 1859-мӗш ҫулта усӑ курма пуҫланӑ иккен.
Районти 70 ялтан 63-шӗнче газпа усӑ кураҫҫӗ, ҫичӗ яла газ баллонӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ачасене газ баллонӗ ӑшне газ еплерех тултарни пирки пӗлме те кӑсӑклӑ пулчӗ. Районта 10012 хваттерпе ҫуртран 6672-ӗшӗнче газпа усӑ кураҫҫӗ иккен.
Хӗрлӗ Чутай район территорийӗ витӗр Раҫҫейри чи вӑрӑм, 4 500 ҫухрӑм тӑршшӗ газопровод иртет, вӑл Тури Ҫӗрпӳкасси, Хӑмаркка, Шулю хӗррипе вырнаҫнӑ, унтан Сӑр урлӑ каять. Валерий Орлов ачасене газпа усӑ курнӑ чухнехи хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарчӗ, ҫутҫанталӑка упрама чӗнсе каларӗ: «Пӗр йывӑҫран сире валли темиҫе кӗнеке ҫеҫ тухать, ҫавӑнпа та кашни ачан кивӗ хут пуҫтарма тӑрӑшмалла, ҫапла майпа кашниех йывӑҫсен кун-ҫулне тӑсма пулӑшӗ».
Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Асамлӑ чаршав» фестиваль малалла пырать. Ял тӑрӑхӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри Культура ҫурчӗсен сцени ҫине паллӑ драматургсен хайлавӗсемпе тухаҫҫӗ. Халӑх ытларах камитсем пӑхма юратать, ҫавӑнпа артистсем ытларах чухне сцена ҫинче кулӑшла спектакльсем лартса пама кӑмӑлларах параҫҫӗ.
Штанашсем вара вӑрҫӑ теми суйласа илнӗ, куракансем умне Беларуҫ драматургӗ Алексей Кудрявцев ҫырнӑ «Тӑлӑх Марье» ятлӑ икӗ пайлӑ драмӑпа тухрӗҫ. Залра «Асамлӑ чаршав» сӑн тата кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Пьесӑри ӗҫсем вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 40 ҫул иртсен пулса иртеҫҫӗ. Тӑлӑх хӗрарӑм Марье (Надежда Егорова) ӗмӗр тӑршшӗпех хӑй пытарнӑ летчикӑн вил тӑприне пӑхса пурӑнать, ӑна асрах тытать, вӑл ӑна юратнӑ пулнӑ-ҫке, ял пуҫлӑхӗ лайӑхрах кил-ҫурта куҫма сӗнсессӗн ҫӗнӗ ҫӗре ниепле те куҫса каясшӑн мар. Вӑрҫӑ пьесӑри геройсен асӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ: Мотя хӑйӗн ачине вӗлернӗ хыҫҫӑн ӑсран тайӑлнӑ (ку сӑнара Майа Егорова чуна тивмелле сӑнласа пачӗ, сасси, хӑйне тытни, пуканене ача тесе ыталаса алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрени ытла та чуна ҫӳҫентерет.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем паян Штанашри шкула уҫӑ урок итлеме пуҫтарӑнчӗҫ. Штанаш шкулӗ районтан 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пулин те районти пур шкулти вӗрентекен те урок итлеме кӑмӑл тунӑ.
Пухӑннисем умӗнче Питӗркассинчи вӑтам шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Людмила Валентиновна Жукова, чӑваш чӗлхи секци ертӳҫи «Современные подходы к преподаванию традиционных уроков чувашского языка и литературы в условиях введения ФГОС» (чӑв. ФГОС кӗртнӗ май чӑваш чӗлхипе литературине традицилле уроксенче вӗрентмелли хальхи мелсем) темӑпа калаҫу ирттерчӗ, вӗрентекенсен умӗнче тӑракан ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ. Штанаш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Майоров Сергей Борисович пухӑннисене 5-мӗш класс ачисемпе паллаштарма кӑмӑл тунӑ. Туслӑ класра 5 вӗренекен ҫеҫ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа ачасем класӗпех виҫӗ хутчен пӗчӗк хайлавсемпе «Тантӑш» хаҫатра пичетленнӗ, район хаҫатне те ҫырнӑ.
Урок теми «Алфавит ҫӗршывӗнче» (Вӑйӑ-ӑмӑрту) пулчӗ. Сергей Борисович вӗренекенсене алфавит пирки, фонетика, орфографи пирки аса илтерчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |